Промышленность предприятийĕсенче цифра технологийĕсене ĕçе кĕртес ыйтупа Шупашкарта стратеги сессийĕ иртнĕ. Ăна Инжинирингăн регионти центрĕ тата коммерциллĕ мар «Цифра экономики» автономи организацийĕ /Мускав хули/ РФ Промышленноçпа суту-илÿ министерствипе пĕрле йĕркеленĕ.
Онлайн мелпе иртнĕ мероприятин тĕллевĕ – промышленноçра цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни ĕç тухăçлăхне пысăклатма, конкуренцине çĕнтерме пултараслăха ÿстерме, çапла майпа тата çÿллĕрех шая хăпарма май панине кăтартасси.
«Предприятисен хăйсен ĕçĕнче мĕнле технологисемпе усă курма пултарнине, вĕсем производствăна хăш енчен лайăхлатмашкăн пулăшнине ăнланмалла», – палăртнă ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов.