Николай Васильевич Евстафьев, Тĕмер ялĕнче паян пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ, 1925 çулта çуралнă. Хĕрлĕ Çара ăна 1943 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче илнĕ, унта 1944 çулхи июлĕн 30-мĕшĕччен пулнă.
Салтак шинелĕ тăхăннă çул Николай Евстафьев 18 çул та тултарайман. Пĕрремĕш тата юлашки çапăçăва 1-мĕш Прибалтика фронтĕнчи стрелоксен 5-мĕш гварди дивизийĕн 17-мĕш гварди полкĕн йышĕнче 1944 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче кĕнĕ. Çак вăхăтра пирĕн çарсем Белорусси çĕрĕ çинче Витебск хулишĕн çапăçусем пуçарса янă. Фронт ку тăрăхра пĕр улшăнмасăр 1943 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи июнь уйăхĕчченех тăнă. Николай Евстафьев вара февралĕн 8-мĕшĕнче ураран йывăр аманнă. Тылри госпитальсенче вăл июлĕн 30-мĕшĕчченех сипленнĕ. Анчах сулахай ури яланлăхах чĕркуççи патĕнчен хуçланми тата 4 см кĕскелсе юлнă. Виççĕмĕш ушкăнри вăрçă инвалидне çара юрăхсăр тесе йышăннă. Тăван яла вăл 1944 çулхи август пуçламăшĕнче çаврăнса çитнĕ.
1945 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк районĕн çар комиссарĕ Вахрамеев капитан Николай Евстафьев вăрçă ветеранне «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлама документсем хатĕрленĕ. СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1946 çулхи августăн 6-мĕшĕнчи Указĕпе ентеше «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă. 1985 çулхи апрелĕн 6- мĕшĕнче I степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе чысланă.
Н.АЛЕКСЕЕВ.