Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительствăн çĕнĕ тытăмне çирĕплетнĕ, министрсене уйăрса лартасси çинчен калакан указсене алă пуснă. Вячеслав Борисов хăйне малтан çирĕплетнĕ вырăнтах юлать – ăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи пулма шаннă. Пĕрремĕш вице-премьер та хăех – вăл Михаил Ноздряков. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов – вице-премьерсем. Республикăн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Петр Чекмарев хăй должноçĕнче, вăл унчченхи пекех вице-премьер шайĕнче.
Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, промышленность тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов, строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев, транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Осипов, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров та хăйсен должноçĕсене упраса хăварнă.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ пулнă Алла Салаева çак статусрах юлать, халĕ вара вăл вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан та. Маларах вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ пулнă Сергей Яковлева должноçран хăтарнине указра «ĕç килĕшĕвĕ вĕçленнине кура» тесе сăлтавланă. Роза Лизакова вырăнне культура министрĕ пулма Светлана Каликовăна çирĕплетнĕ. Ăна министр должноçне Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнчен куçарнă. Республика тантăшĕн – чÿк уйăхĕнче 100 çул тултаракан Чăваш кĕнеке издательствин – кăларăмсен ассортименчĕпе тата продукци производствин кăтартăвĕсемпе Раççей шайĕнче те палăрма пултарнинче, паллах, Светлана Каликова тÿпи те пысăк. Вăл пуçарнипе кăçал издательство Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне халалласа пысăк альбом кăларнă. Çакă республикăшăн, чăннипех, пысăк парне.