Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» – кашни киле

«Елчĕк ене» – кашни киле

Октябрĕн 1-11-мĕшĕсенче почта çыхăнăвĕн мĕнпур уйрăмĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ иртет.

Çавна май çак тапхăрта 2021 çулхи пĕрремĕш çур çул валли район хаçатне йÿнĕ хакпа – 423 тенкĕ те 48 пуспах çырăнса илме пулать. Кашни тенкĕне шута хума, перекетлеме хăнăхнă ял çынни çак кунсенче район хыпарçине çырăнатех тесе шутлатпăр. Çавăнпа та почтальонкăсемпе тĕл пулма, почта çыхăну уйрăмĕсене çитме сĕнетпĕр.

Вырăнти халăх районти, республикăри хаçатсемпе паллашсах тăтăр тесе Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин сахал мар тимлет. Хăй вара ырă тĕслĕх кăтартса чылай хаçат-журнал çырăнса илет.

Курнавăшри почта çыхăну уйрăмĕнче çын самантлăха та татăлмасть. Надежда Мартышкина ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, уйрăмри почтальонкăсем «Елчĕк ене» 182 экземпляр валеçеççĕ. Çыхăну ĕçченĕсем кашни çынпа ăшшăн калаçаççĕ, вĕсем хаçат-журнал кăна мар, тĕрлĕ квитанци валеçеççĕ, ватăсене тĕрлĕрен тÿлевсемпе вăхăтра татма пулăшаççĕ, пенси параççĕ.

Çуткÿл халăхне çĕнĕ хыпар-хăнарпа паллаштаракан Светлана Фомина ку ĕçре çĕнĕ çын мар, çавна май ял çыннисене, кам мĕнпе интересленнине лайăх пĕлет. Кашни килте кĕтнĕ çын вăл. Район хаçатне 42 çемье çырăннă кунта. Хальхинче почтальонка Алексей Лакачов учительпе тĕл пулчĕ. Нумай çул район хаçатне кăмăлласа вулакан педагог пĕр хаçат çырăннипе кăна çырлахмарĕ, республикăра тухса тăракан хаçатсене те çитес çур çулта алла илме кăмăл турĕ.

Маттур та ăшпиллĕ Светлана Викторовна çывăх кунсенче çуралнă кунне кĕтсе илет. Эпир ăна çирĕп сывлăхлă пулма, нумайрах хаçат-журнал çырăнтарса вĕсене вулакансем патне вăхăтра çитерме сунатпăр.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Фомина, А.Лакачов, А.Мартышкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code