Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уйăхлăха хутшăнса

Уйăхлăха хутшăнса

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăха хутшăнса «Эпĕ спорт туризмне суйлатăп!» девизпа çамрăк туристсен слечĕ иртрĕ.

«Эпир туристсем» кружока çÿрекенсем Чăваш Енри спорт туризмĕн юхăмне йĕркелекенсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем воспитанниксене спорт туризмĕнчи чи кирлĕ хăнăхусене вĕрентрĕç. Кашни ача хăйне чăн-чăн спортсмен пек туйрĕ: вĕсем турист хатĕр-хĕтĕрне тăхăнса тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарчĕç. Финиша малтан çитнисем медальсене тивĕçрĕç.

Чи кирли – спорт туризмĕ вĕренекенсене ырă кăмăл-туйăм парнелени.

Л.ПУПИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code