Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Велосипедсене упрăр

Велосипедсене упрăр

Юлашки вăхăтра республикăра велосипедсем вăрланă тĕслĕхсем нумайланнă.

Преступниксем ытларах чухне «тимĕр утсен» хуçисем тимсĕр пулнипе усă кураççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çак транспорт хатĕрне лавкка, кафе, тĕрлĕ предприяти, организаци умне тăратса хăварать, лешĕ вара хуçи тухнă çĕре «ураланать». Дачăсенчен, çурт подъезчĕсен умĕсенчен те вăрлаççĕ велосипедсене.

Ăшă çанталăкра çак транспорт хатĕрĕпе çула тухакансен шучĕ пысăк.

Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туйма, транспорт хатĕрне никамсăр пăрахса хăварасран асăрханма ыйтаççĕ. Енчен те çывăхра паллакан çынсем пулмасан вĕсене ятарлă çăрасемпе тимĕр картасем çумне çирĕплетсе е видеосăнавсен умне хăварма тăрăшăр. Пурлăха упрар, тимлĕхе çухатар мар.

Э.НИКОНОВ,
полицин районти пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code