«Йывăç ларт» акцие хутшăнса тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа Энтепе ялĕнче пурăннă вăрçă участникĕн Михаил Сапожниковăн хĕрĕсем /иккĕшĕ хулара пурăнаççĕ/ хăйсен çемйисемпе çĕнĕ ФАП çурчĕ хыçĕнчи пушă выртакан лаптăкра, унта çум курăк, хыт хура анчах ÿснине шута илсе, кедр тата лиственница хунавĕсем лартса хăварчĕç. Пурĕ 75 тĕп. Хунавсене хÿтĕлесе тимĕр шалчасем çапса трос тата пралук карса çавăрчĕç. Çавăн пекех малашне фельдшерпа акушер пункчĕн палисадникĕнче те 10 тĕп лиственница çитĕнĕ.
Йывăç лартас ĕçе фронтовик мăнукĕ пуçарса ячĕ. Сергей Козловпа Владимир Александров хунавсене тĕп хуламăртан илсе килчĕç. Вара хĕрÿ ĕç пуçланчĕ. Юрий, Тамара, Сергей Козловсем, Валентина Смелова, Владимир, Александр, Галина, Инесса, Николай, Евгения Александровсем иртен пуçласа каçченех тăрăшрĕç.
Каласа хăвармасăр иртес мар, пушă выртакан лаптăкăн пĕр кĕтесĕнче кăçал çуркунне Мускав хулинче пурăнакан Серафима Щукина чылай тĕп йывăç лартрĕ. Вăл çуллахи вăхăтра Энтепере пурăнать. Çулсем иртнĕ май ку вырăнта аллея кăна мар, кану паркĕ пуласса шанас килет.
Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси.