Кăçал Чăваш Республикинче терроризмпа çыхăннă преступленисем пулман, экстремизмпа çыхăннисене вара 2 тĕслĕх шута илнĕ.
Пĕри – РФ Уголовлă кодексăн 280 статйипе пуçарнă ĕç. Кунта сăмах экстремизм ĕç-хĕлне пуçарма чĕнни пирки пырать. Республикăра пурăнакан 40 çултан иртнĕ пĕччен арçын Мускава ĕçлеме çÿренĕ ?киревсĕр шухăшне унтан ертнĕ пулас/. Кунашкал ĕçшĕн вăл маларах та административлă майпа явап тытнă. Тепĕр тĕслĕхре çамрăк çын фашизма реабилитациленĕшĕн суд умне тăнă. Вăл социаллă сетьсенче фашистсен СС салтакĕсене тÿрре кăларакан ÿкерчĕксем, видеоÿкерÿсем сарнă.