Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – нумай нациллĕ Раççей халăхĕн йăлисен чĕрĕлĕвĕн, обществăра тăнăçлăхпа килĕшÿ упраннин палли.
Ноябрĕн 4-мĕшĕ Раççейшĕн XVII ĕмĕртенпех уяв шутланнă. Ăна Хусан Турамăшĕн турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Çак уява 1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Уява вăл 1579 çулта Хусанта тупнă турăш 1-мĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă 2-мĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран хăваласа кăларса яма пултарнипе çыхăнтарнă.
2004 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи «Çар Мухтавĕн кунĕсем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вăл – асăннă çĕнĕ уява ирттерме йышăнни, патшалăх шайĕнчи канмалли куна – ноябрĕн 7-мĕшне /çак кун Килĕшÿпе çураçу кунне паллă тунă/ – ноябрĕн 4-мĕшне куçарни.