Ноябрĕн 10-мĕшĕнче полици ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне паллă тăваççĕ.
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче хальхи вăхăтра 32 сотрудник тăрăшать. Кунта штаб, делопроизводство, уголовлă шырав, ГИБДД, участковăй уполномоченнăйсен, экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен, следстви, дознани, çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисем ĕçлеççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас, коррупци çулне пÿлес тата ытти тĕллевсене мала хурса ĕçлеççĕ.
Уяв умĕн ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси йăлара. Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче 66 преступлени тунине тупса палăртнă /иртнĕ çулхи 10 уйăхра – 61, 8,2 процент ÿснĕ/. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 88,4 процентпа танлашнă. Чылай енĕпе кăтартусем самаях лайăхланнă. Кăçал уйрăмах йывăр, вĕлерессипе, теприн сывлăхне йывăр сиен кÿрессипе, мăшкăллассипе, çаратассипе çыхăннă, ушкăнпа, çул çитменнисем тунă пĕр преступлени те пулман. Чакнисен шутĕнче йывăр /кăçалхи 10 уйăхра – 4, иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 15/, ют пурлăха вăрлассипе /14-20/, вĕлерессипе хăратнипе /8-15/, çаратассипе /8-10/ çыхăннă, экономика енĕпе /3-7/, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем /29-30/, ĕçлеменнисем /42-47/, ÿсĕрле /25-27/ тунă преступленисем. Карас телефонĕпе усă курса, ултавпа çыхăннă, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисем пĕр шайрах юлнă, ÿснисен шутĕнче – йывăрах мар, пĕлсе тăрса теприн сывлăхне çăмăл тата вăтам сиен кÿнисем, взятка илессипе, хĕнессипе çыхăннă, коррупци сĕмĕллĕ, обществăлла вырăнта, урамра тунисем.
– Полици умне лартнă тĕллевсемпе требованисем пысăк. Вĕсене малашне те тивĕçлĕ пурнăçласа пырăпăр. Сотрудниксене тата вĕсен çемйисене, шалти ĕçсен органĕн ветеранĕсене çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем, çемьере килĕшÿпе татулăх сунатăп, – палăртать полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: районти полици пайĕн ĕçченĕсен пĕр ушкăнĕ.