Елчĕксем – çÿлти картлашкара
Чăваш Енре муниципалитет пĕрлешĕвĕсем пĕрлештернĕ бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетсе мониторинг ирттернĕ.
2020 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен пĕрлештернĕ бюджетне пурĕ 21284,4 млн тенкĕ тупăш /çав шутран 6193,8 млн тенки – харпăр тупăш/ пырса кĕнĕ, расхут пайĕ – 22955,3 млн, дефицит – 1670,9 млн тенкĕпе танлашнă.
13 муниципалитет пĕрлĕхĕнче харпăр тупăш иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан ÿсĕмлĕ пулни паллă. Ку енĕпе Елчĕк районĕ чи çÿллĕ картлашка çинче тăнине палăртма кăмăллă /8,1 процент ÿснĕ/. Иккĕмĕш вырăнта – Пăрачкав, виççĕмĕш Çĕмĕрле районĕсем.
Суту-илÿ точкисенче
тавар туяннă май пахалăхсăррине сĕннипе халăх кăмăлсăр пулнине пурнăçра час-час тĕл пулатпăр.
Енчен те сире суту-илÿ вырăнĕсенче пахалăхсăр тавар сутрĕç пулсан, е çак темăпа çыхăннă ыйтусемпе консультаци илес тесен эсир Чăваш Республикин Роспотребнадзор управленине 58-27-00, 58-25-95, 58-51-66, Чăваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрне 56-46-66, 56-29-01, е Чăваш Республикин Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă территори уйрăмне /83532/ 5-03-45 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр.
«Призывник»
Елчĕкри полици пайĕ «Призывник» операци йĕркелет.
Сотрудниксем Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе, призывниксемпе тĕл пулнă май призывпа çыхăннă ыйтусене тишкереççĕ.
Çав вăхăтрах вĕсем пулас салтаксене çар ретне тăрасран пăрăнсан тивекен айăплав пирки те ăнлантараççĕ.
Тĕрĕслевсем иртеççĕ
Ноябрĕн 12-20-мĕшĕсенче районта «Условник» операцин тăваттăмĕш тапхăрĕ иртет.
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн тата Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин ĕçченĕсем условнăй майпа айăпланнă граждансен килĕсенче пулса пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ, профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ.
Хальхи вăхăтра районта условнăй майпа айăпланнă 36 çын шутра тăрать.
Л.ЕГОРОВА.