Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ăнăçлă сипленнĕ

Ăнăçлă сипленнĕ

Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилесси – çак тема Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулнă.

Кăçал социаллă пулăшу учрежденийĕсене суд наркоманирен сипленмелли, диагностика тумалли йышăну кăларнă 64 çын пынă /пĕлтĕр йыш – 37/. Вĕсенчен 48-шĕ социаллă реабилитаци витĕр тухнă. Ыттисене унашкал реабилитаци кирлĕ пулман. Наркологи диспансерĕ шута илнĕ тепĕр кăтарту та пур: çулталăк пуçланнăранпа 454 çынна ĕçе вырнаçма пулăшнă, вĕсенчен 59-шĕ – наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсем, 395-шĕ – ĕçкĕпе туслисем.

2020 çулхи 10 уйăхра реабилитаци уйрăмĕнче 383 çынна сипленĕ, вĕсенчен 74-шĕ – наркомансем. Пĕтĕмпе вара психотерапи клубĕсем 1,6 пин ытла çынпа ĕçленĕ, çак йыша наркомансен çемйисен членĕсем те кĕнĕ. Стационар условийĕсенче реабилитаци программи витĕр тухнă çынсенчен 32-шĕ сиплеве ăнăçлă вĕçленĕ, амбулатори условийĕсенче 26 çын сывалнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code