Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтанлăха – асăрхаттару

Малтанлăха – асăрхаттару

Саккуна пăхăнманнине тĕрĕслевçĕсем хут çырса асăрхаттарма пултараççĕ. Ку чухне йĕркесĕрлĕх паллисене çирĕплетекен сведенисем пуррине тĕпе хураççĕ. Кунта тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвне, çынсен çырăвĕсене, власть органĕсенчен çитнĕ материалсене, хаçатсенче пĕлтернине те шута илеççĕ.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ кăçалхи 10 уйăхра кăна çĕр надзорĕ енĕпе 235 хутчен асăрхаттарса çырнă. Район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пĕтĕмпе – 39, юридици сăпатĕнчи çынсене – 42, уйрăм çынсене – 154. Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова каланă тăрăх, пурне те тенĕ пекех çĕр лаптăкĕсенче çум курăк ÿстерсе янăшăн асăрхаттарма тивнĕ: Муркаш, Етĕрне, Улатăр, Çĕрпÿ, Канаш, Вăрмар, Элĕк, Пăрачкав районĕсенче тата Шупашкар хулинче.

Тĕслĕхрен, Улатăр районĕнчи Алтышево ял тăрăхĕн администрацине 594,4 гектар çĕрпе усă курманшăн асăрхаттарма тивнĕ. Темиçе пайран тăракан лаптăка пĕр хуçалăх 5 çуллăха арендăна илнĕ пулнă. Мĕнле тĕллевпе тульккăш? Çум курăк ÿстерме-и? Анчах та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче пахча çимĕç лартса çитĕнтермелле е тыр-пул туса илмелле, саккунсенче каланă ытти тĕллевпе усă курмалла-çке. Кунта тăпран пахалăхне упраса хăварас е ăна лайăхлатас тесе тăрмашаççĕ теме те чĕлхе çаврăнас çук. Юрать çĕрĕн çиелти паха сийне тĕкĕнмен, хытă каяш пăрахса япăхлатман.

Çĕр пусă çаврăнăшĕнче пулмаллине, çум курăкран хăтăлма вара ятарлă ĕçсем йĕркелеме тивни пирки аса илтернĕ. Кунта пестицидсемпе усă курмасăр май килменни паллă. Анчах хими япалисемпе ахаль чухнехинчен ытларах усă курма тивет-çке. Çакă вара сывлăха, уйрăмах ачасенне, япăх витĕм кÿме пултарнине манмалла мар.

Çитменнине асăннă лаптăк вăрманпа чикĕленет. Типĕ çум курăкран пушар тухас хăрушлăх пурри пирки тепĕр хут аса илтермеллех-ши; Типĕ курăка çунтарни те çут çанталăка лайăх тумасть. Çĕрнĕ тислĕк пуласси пăсăлать, çавна май тăпра пулăхлăхĕ япăхланать. Типĕ курăка çунтарса çум курăка пĕтерме çук, вĕсем – чăтăмлă. Усă кÿрекен хурт-кăпшанкă вара пĕтет. Çут çанталăкри йĕрке пăсăласси куç кĕрет.

Çавăнпа тĕрĕслевçĕсем çĕрпе тĕллевлĕн усă курмаллине асăрхаттараççĕ те. Шута илĕр – малтанлăха.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code