Интернетри тĕрлĕ сайтсенче иккĕленỹллĕ информацисене «лайк» пуснипе е страницăна вырнаçтарнипе, репост тунипе суд тенкелĕ çине ларма пулать тенине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши? Ытти тĕслĕхсем пирки те каласа параймăр-и?
Д.МАКСИМОВА.
— Тĕрĕсех. Çакă чи малтанах экстремизм, нацисем хушшинчи хирĕçỹ çуратакан информацисене, сăн ỹкерчĕксемпе видеоматериалсене саракансене пырса тивет. Кунашкал тĕслĕхсем пирĕн республикăра пулкаланă. Сăмахран, 9-мĕш тата 10-мĕш класс ачисене уголовнăй майпа айăпланă. Вĕсем экстремистла ролике репост тунă. Çавăн пекех хамăрăн страницăсенче çынна хурласа çырма, форумсенче пĕр-пĕрне киревсĕр сăмахсемпе хăртма юраманнине те асрах тытар. Тавлашăва кĕресрен те асăрханар. Мĕншĕн тесен хамăрăн хуравсене хамăра хирĕçле усă курса уголовнăй майпа айăплама та пултараççĕ.
Сайтсенче усал шухăшлă çынсем те туллиех. Уйрăмах çул çитмен çамрăксем çакланма пултараççĕ вĕсен серепине. Çакăн евĕр тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ пурнăçра. Хăйсен страницисене çамрăк та илĕртỹллĕ яшсемпе хĕрсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă преступниксем çамрăксем патне хĕрỹллĕ СМС-çыру шăрçаласа хăйсен туйăмĕсене «уçаççĕ», вăхăт иртнĕ май çарамасланса ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕксем ярса пама хистеççĕ. Кайран вара вĕсене хăйсемпе çывăхланма ыйтаççĕ, унсăрăн сăн ỹкерчĕке ыттисене кăтартассипе хăратаççĕ.
Тепĕр çын паролĕпе усă курса унăн страницине кĕрсен Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 272 статйипе, ют çырусене вуласан Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 138 статйипе килĕшỹллĕн айăплама май пур.
Юлашки вăхăтра Интернет урлă тавар сутасси тата туянасси те вăй илчĕ. Ултавçăсем пайтах унта. Вĕсем янтă укçана хăйсен кĕсйисене чикес тесе темĕнле мел те шыраса тупаççĕ. Çавăнпа та Интернетра чухне те сыхă та тимлĕ пулар, ачасене те ун сиенĕ пирки ăнлантарсах тăрар.
Л.ЕГОРОВА.