Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Тимĕр утсене» асăрхар

«Тимĕр утсене» асăрхар

Тĕрлĕ сăлтава пула автомашина хуçисем транспорт хатĕрĕсене никам асăрхавĕсĕр çул-йĕр хĕррине е ытти вырăна вăрах вăхăта лартса хăварнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. «Кукăр алăллисем» çакна кăна кĕтеççĕ тейĕн — автомашинăсем хуçасемсĕр юлнипе усă курса салонри тĕрлĕ япаласене е документсене «куç хываççĕ». Чылай чух хаклă япаласене йăкăртнипе анчах çырлахмаççĕ, «тимĕр утсене» хускатса та каяççĕ.

Иртнĕ çулсенче районта автомашина хуçисем çăра уççине зажигани замокĕнчех хăварнипе усă курса преступник ăна хускатса кайнă, машинăн алăкĕн çăрине çĕмĕрсе салона кĕнĕ, зажигани çăрине çĕмĕрсе тата проводсене туртса кăларса автомашинăна хускатма тăнă тĕслĕхсем те пулнă. Çакна шута илсе, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем «тимĕр утсен» хуçисене кирек хăçан та тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Автомашинăсене ятарлă сигнализацисемпе тивĕçтерме, вăрах вăхăта хăварнă чух салонри хаклă япаласене пĕрле илме, çăра уççине зажигани замокĕнче е салонра хăварасран асăрханма сĕнеççĕ. Кун пек тĕслĕхсенче пĕлĕшсенчен е çывăх çынсенчен транспорт хатĕрĕсене асăрхаса тăма ыйтмаллине те манар мар.

А.АЛЕКСЕЕВ,
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code