Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Çĕнĕ çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
2020 çул хыçа юлать. Вăл Чăваш Еншĕн те, пĕтĕм çĕршывăмăршăн та пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕн чирĕ сарăлни пурнăç юхăмне пăтраштарса ячĕ, çавна май пирĕн маларах палăртса хунă плансене васкавлăн тÿрлетÿсем кĕртме, пурнăçăн çĕнĕ условийĕсене хăнăхма тиврĕ.
Çак кăткăс вăхăтăн çивĕч ыйтăвĕсене тивĕçлипе татса пама вĕренсе çитни пы¬сăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлĕхпе хастарлăхăн тата пĕр-пĕрне пулăшса пынин пархатарлă вăйĕ пирĕншĕн пандемипе кĕрешмелли тĕп мел пулса тăчĕ.
2021 çула пурте лайăха шанса, çĕнĕ çитĕнÿсемпе улшăнусем пулса иртессине ĕненсе кĕтсе илетпĕр. Çаксем тÿрре тухасси вара ытларах чухне хамăртанах – пирĕн çирĕп тĕллевлĕхпе ĕçченлĕхрен – килет. Пирĕн Чăваш Республикин Социаллă пур¬нăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртса хăварнă йышлă планпа проекта пурнăçа кĕртмелле. Енчен те эпир хамăр вăя туйса тата пĕрле тăрăшса ĕçлесен çитĕнÿсем тума пултарассине çирĕппĕн шанса тăратăп.
Çĕнĕ çул сирĕн мĕнпур ĕмĕтĕре пурнăçлатăр, пурсăра та ăнăçу тата ыранхи куна шанчăклăн пăхмалли лайăх майсем парнелетĕр, кашни çемьене савăнăçпа ыр¬лăх кÿтĕр.
Телейлĕ те сывлăхлă пулăр, хаклă ентешĕмĕрсем! Сире ырлăх-пурлăх, тăнăçлăх, юрату тата ăнăçу сунатăп!
О.А.НИКОЛАЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
Уважаемые земляки!
Сердечно поздравляю вас с наступающим Новым 2021 годом и Рождеством Христовым!
Для всех нас уходящий год был по известным причинам непростым. Было немало трудностей, но они сплотили нас, позволили проявить лучшие человеческие качества: ответственность, доброжелательность, самопожертвование, бескорыстие, стремление прийти на помощь всем, кто нуждается.
Новый год мы встречаем с верой в доброе, надеждой на новые свершения. Вместе нам предстоит решить немало амбициозных задач, поставленных Президентом России: обеспечить поступательное развитие по всем направлениям экономики, дальнейшее повышение качества жизни россиян. И от того, насколько эффективно и результативно будет трудиться каждый из нас, зависит многое. Уверен, что совместными усилиями мы справимся.
От души желаю вам, дорогие земляки, доброго здоровья, счастья, много радости, праздничного настроения, оптимизма, удачи и успехов во всем. Пусть сбудутся все ваши заветные мечты!
Н.В.МАЛОВ,
Депутат Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации.
Дорогие земляки!
Завершается 2020-й год. Год надежд и свершений, год многих проблем и решенных задач. Уходящий год, каким бы он тяжелым ни был, он нас объединил, он укрепил наши отношения в семье, трудовых и учебных коллективах. Мы еще крепче стали ценить наше старшее поколение.
Невзирая на трудности, развивается экономика района, совершенствуется его социальная инфраструктура. В этом – заслуга каждого жителя. Уверен, если будем и дальше так работать – понимая друг друга и помогая друг другу – в следующем году мы достигнем еще лучших результатов.
С наступающим Новым Годом Вас! Здоровья и удачи, мира и согласия, тепла и уюта в Ваших домах и семьях!
П.С.КРАСНОВ,
Депутат Государственного Совета Чувашской Республики.
Хаклă ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн пултаруллă та ĕçчен çыннисем!
Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр!
2020 çулта районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Ырă улшăнусем пĕтĕмпех район халăхĕ тăрăшнипе пулса иртрĕç. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем нихçанхинчен пысăк тухăç илсе савăнтарчĕç, пĕтĕмпе 84,7 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вĕренÿ, культура, медицина, спорт учрежденийĕсене юсаса çĕнетессипе пысăк ĕçсем пурнăçланчĕç, çулсене юсассипе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те сахал мар ĕç тунă. Районта пурнăçланă мĕнпур çитĕнĕве Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалларăмăр.
Республика ертÿçи 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăх çулталăкĕ тесе йышăнчĕ. Вăрçăра, тылра Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă паттăрсен ячĕсене пирĕн нихăçан та асран кăлармалла мар. Çакна тĕпе хурса çитес çул та ентешсен паттăрлăхне сума суса ĕçсене йĕркелесе пырăпăр.
Çĕнĕ çул мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Мĕн палăртнине тĕллевлĕн пурнăçласа пырсан, çитĕнÿшĕн хамăр пултарулăха шеллемесĕр ĕçлесен ырă улшăнусем пулаççех.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр.
А.Г.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Л.В.ЛЕВЫЙ,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.