Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тутлă апат ăсти

Тутлă апат ăсти

Сăн ÿкерчĕкри Валентина Зайцева «Победа» ОООри столовăйра повар пулса тăрăшать.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи столовăйра ака-вырма вăхăтĕнче анчах мар, вĕри апат пĕçерессине çулталăк тăршшĕпех йĕркелесе пынăран, унăн пăшăрханма вуçех сăлтавĕ çук – вăл шанчăклă ĕç вырăнĕ йышăнать.

Ферма территорийĕнчен аякра мар вырнаçнă, нумаях пулмасть юсаса çĕнетнĕ апатлану çуртĕнче хăтлă та çутă. Кухньăри савăт-сапа, апат пĕçернĕ чухне усă куракан ытти кирлĕ хатĕрсем санитарипе гигиена йĕрки ыйтнине туллин тивĕçтереççĕ. Апачĕ вара тата тутлăрах.

– Хĕлле ĕç хĕрÿ вăхăтри пек ытлашши тăкăс мар пулин те, ферма коллективĕ валли кăнтăрла вăхăтне кашни кун вĕри апат хатĕрлетпĕр, – тет Валентина Зайцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code