Икĕ хĕрарăм пĕр кунта ултавçăсенчен шар курнă. Шел те, этемлĕхĕн черчен çуррийĕ асăрханулăха çухатнă, палламан çынсене банк карттин реквизичĕсене тата вăрттăн паролĕсене пĕлтернĕ.
Шупашкарта пурăнакан 46 çулти хĕрарăм палламан çын шăнкăравласа хăйне банк ĕçченĕ пек паллаштарсан, карттă çинчен такам унăн укçи-тенкине куçарасшăн пулнине пĕлтерсен ултав серепине лекнине ăнланса ĕлкĕреймен. Вăл банк ĕçченĕ евĕр калаçнă çынна счет çинче пĕр пине яхăн укçа пуррине, тепĕр банк картти çинче 500 пин тенкĕ упраннине каласа панă, номерне пĕлтернĕ. Çăмăллăнах ÿкĕте кĕнĕскер палламан çын «вăхăтлăх» счет çине 318 пин тенкĕ куçарма сĕнсен килĕшнĕ. «Банк ĕçченĕ» çыхăнăва тухма пăрахсан тин хĕрарăм полици уйрăмне çул тытнă. Канаш районĕнчи çамрăк хĕрарăм та çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ. Вăл банк ĕçченĕпе калаçнине ĕненсе лешне карттă реквизичĕсене пĕлтернĕ, 151 пин тенкине çухатнă.
ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ асăрхаттарать: банк карттипе çыхăннă темăпа телефон урлă калаçакансемпе уйрăмах тимлĕ пулăр, калаçăва тÿрех вĕçлĕр. Ыйтăва уçăмлатма банк офисне каймалла е е тÿрех карттăн тепĕр енче кăтартнă номерĕ çине шăнкăравламалла. Çакна та асра тытăр! Банкăн чăн-чăн ĕçченĕсем карттăсемпе çыхăннă кодсене ыйтмаççĕ.
Алексей АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.