Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа инвалидсене транспорт хатĕрĕпе усă курнă чухне çăмăллăхлă парковкăсемпе усă курма ирĕк панă.
Анчах малтан федераци реестрне сведени кĕртмелле. Ку çăмăллăх валли 1, 2, 3-мĕш ушкăнри инвалидсем, сусăр ачана илсе çÿрекен автомобиль хуçисем ирĕк илме пултараççĕ. Анчах малтан патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнче, инвалидсен федераци реестрĕн сайтĕнче е нумай функциллĕ центрта регистрациленмелле. Гражданин пĕр машинăна кăна ятарлă вырăна лартса хăварма пултарать. Çав вăхăтрах пĕр автомобильпе темиçе инвалид çыннăн та усă курма ирĕк пур.