Чăваш Енри патшалăх техника асăрхавĕн тата Шалти ĕçсен, Çут çанталăк министерствисен, гражданла оборонăн тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн пĕрлехи приказĕпе килĕшÿллĕн январĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 22-мĕшĕччен Елчĕк район территорийĕнче «Снегоход» операци иртет.
Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче инспекторсем пĕрлехи рейдсем йĕркелесе ирттереççĕ. Ку чухне чи малтан хĕллехи вăхăтра çÿретекен çак техникăпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле шута илнине, ăна патшалăх техника асăрхавĕн органĕсенче регистраци тунине çирĕплетекен свидетельство, патшалăх номерĕн палли пуррипе çуккине, транспорт хатĕрне техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине тата ыт. те тĕпе хураççĕ. Снегоход хуçисемпе тĕл пулнă вăхăтра, паллах, ăнлантару ĕçĕсене те йĕркелетпĕр.
Снегоход – хăватлă машина, унăн хăвăртлăхĕ те пысăк. Çавна май унпа çула тухма пысăк ăсталăх тата асăрханулăх кирлĕ. 16 çултан аслăрах, А1 уçă категорири /2011 çултан пуçласа паракан/ тракторист-машинист удостоверенине алла илнĕ çынсен анчах снегохода çÿретме ирĕк пур.
В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн тĕп специалист-инспекторĕ.