Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем час-час пулаççĕ республикăра.
Паллă мар çынсем улталаса шăнкăравланине пула транспорт инфратытăмĕн, вокзалсемпе аэропорт, суту-илÿ çурчĕсенчен, кану комплексĕнчен çынсене эвакуацилеме тивнĕ. Ку мероприятисене пурнăçланă чух сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать, халăх сывлăхĕ хавшать.
Чăваш Енре уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн тивекен айăплав çирĕп: штраф виçи 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран, е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Çавăнпа та йĕркене çирĕп пăхăнма, ăссăрла хăтланса суд тенкелĕ çине ларасран асăрханма ыйтатпăр.
А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.