Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынсем – хăйсен ялĕн архитекторĕсем

Çынсем – хăйсен ялĕн архитекторĕсем

Республикăри муниципалитетсем халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă проектсене тăратнă. Вĕсенчен хăшĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрмаллине çынсем хăйсем татса парĕç.

Пирĕнтен нумайăшĕ хăй пурăнакан вырăнта мĕнлерех ÿкерчĕксене курать-ха? Кивелнĕ кукăр саксем, чĕриклетекен чуччусем, тротуарсен вырăнĕнче – кÿлленчĕксем, хитрех мар тĕмсем, автомобиль покрышкисемпе чикĕленĕ чечек клумбисем… Яланах çапла ан пултăр тесен мĕн тумалла? Эпир çак лару-тăрăва улăштарма, хамăрăн картише, урама, яла, хулана пурăнмашкăн хăтлăрах тума пултаратпăр-и? Маларах сăнланă ÿкерчĕк сăрă тĕссемпе ан йăлăхтартăр тесен ĕçе мĕнрен пуçăнмалла? Ачасем валли хальхи йышши вăйă кĕтесĕсем, спорт лапамĕсем, çĕнĕ парксемпе скверсем пирки кам ĕмĕтленмест-ши?

Чăваш Енри муниципалитетсен пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен хăйсен дизайн-проекчĕсене ятарлă платформăна вырнаçтармалла пулнă. Çав платформăра хăтлăх кĕртмелли проектсемшĕн онлайн-сасăлав пуçланать. Унта Чăваш Республикин пĕтĕм районĕнче пурăнакансем хутшăнма пултараççĕ. Проектсене малтанах халăх сĕнĕвĕсене тĕпе хурса хатĕрлеççĕ. Сасăлав вăхăтĕнче кашнинех проекта тĕплĕн пăхса тухма, унăн илемĕпе пĕлтерĕшне хаклама май пулĕ. Паллах, чи лайăххишĕн сасăлама та. Çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ проектсем 2022 çулта пурнăçа кĕрĕç. Вĕсене чăна çавăрмашкăн федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа уйăрĕç. Урăхла каласан, Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен таврашĕнчи хăтлă хутлăхăн архитекторĕсем пулса тăраяççĕ.

Сăмах май

Онлайн-сасăлав ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçланать те çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет.

Çак ĕç федерацин «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать, ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнă. Унăн тĕллевĕ – Раççейри муниципалитетсене аталанăвăн çĕнĕ вăй-хăватне кÿресси. Пахалăхлă хăтлăха граждансем хăйсем хутшăнсан çеç, лару-тăрăва кашни çыннăн витĕм кÿме май пур чухне, йĕркелеме май пулнине палăртаççĕ проект авторĕсем. Çав шутрах – Чăваш Енре те. Граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе республикăри районсемпе хуласен сăн-сăпачĕ улшăнать. Акă темиçе тĕслĕх: Шупашкарти Мускав çыранне, Канаш хулинчи общество территорине, Елчĕк ялĕнчи парка хăтлăх кĕртнĕ хыççăн çав вырăнсене халăх кăмăлласах çÿрет. Ялсемпе хуласене нумай чухне «пуçаруллă бюджет» программăна тĕпе хурса хăтлăлатаççĕ.

«Çынсемшĕн йăлтах чиновниксем татса парсан, вĕсене итлемесен тата илтмесен граждансем нумай чухне хăйсем мĕн ĕмĕтленнине кĕтсе илеймеççĕ. Вырăнти çынсем вара хăйсен пурнăçне мĕнле майпа хăтлăрах тума май килнине лайăхрах кураççĕ. Шăпах çавăнпа вĕсен лару-тăрăва витĕм кÿме майсем пулмалла», – тенĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин тĕп канашĕн секретарĕ Андрей Турчак.

Рейтинг сасăлавĕ – шăпах халăх шухăш-кăмăлне шута илни. Эсир пурăнакан тăрăхра пурнăçа кĕртме сĕнекен проектсене 21.gorodsreda.ru сайта ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен кĕрсе пăхма пулать: унта хăвăрăн муниципалитета суйламалла, объектсен списокĕпе паллашмалла, хăвăра килĕшнишĕн сасăламалла. Чи нумай сасă пухнă проект валли укçа-тенкĕ уйăрĕç.

Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин Çĕмĕрле хулинче тата Вăрнар районĕнче 2022 çулта хăтлăх кĕртмелли объектсемшĕн сасăлас енĕпе ĕçлекен ушкăнсен ларăвĕсене ирттернĕ. «Муниципалитетсенче пурăнакан çынсен шухăшне илтни пирĕншĕн калама çук пĕлтерĕшлĕ. Хăтлăх валли мĕн çитменнине вĕсенчен лайăхрах тата кам пĕлтĕр?» – тенĕ тĕп архитектор. Хăтлăлатассипе çыхăннă кашни план валли икĕ дизайн-проектран кая мар тăратмалла. Ларусенче муниципалитетсен халăха информаципе тивĕçтерес тĕлĕшпе, çавăн пекех волонтерсемпе çыхăнса йĕркелÿ ĕçне лайăхлатмаллине палăртнă.

Пулас сасăлав тата унта хутшăннин пулăшăвĕ пирки халăха пĕлтерме-паллаштарма республика влаçĕ волонтерсен пысăк ушкăнне явăçтарĕ. Вĕсем халăхпа тÿррĕнех ĕçлĕç, онлайн-сасăлавăн уйрăмлăхĕсем пирки каласа ăнлантарĕç. Çынсен хăйсем пурăнакан вырăнта пурнăçа кĕртес текен проектсемпе паллашма вăхăт тупмалла, чи лайăххине суйламалла.

Шухăш

Николай ВЛАДИМИРОВ, Шупашкар хулин депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертÿçи:

– Суйлавçăсемпе ирттерекен тĕл пулусенче тăтăшах хускатакан çивĕч ыйтусенчен пĕри – картишсене тирпей-илем кĕртесси, хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси. Вăл хуласемшĕн çеç мар, пысăках мар районсемпе хуласемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, вĕсенче пурăнакансем аталану çулĕсене палăртас ĕçе хутшăнма хатĕр. Çавăнпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хула хутлăхне аталантармашкăн укçа уйăрассине пуçарчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code