Çÿп-çап турттарса тухнăшăн халĕ 0,130 кубла метршăн /пĕр çын пуçне илсен/ пĕр уйăхра 50 тенкĕ тÿлемелле. Эталон стандарчĕ тăрăх 1 кубла метр 1 тоннăпа, 0,130 кубла метр 130 килогрампа танлашать. Укçа çине куçарса шутласан 100 грамм çÿп-çап хакĕ 4 пуса ларать.
Çырсан темĕн чухлĕ те çырма пулать. Малтан 100 грамм çÿп-çапа 70 пус çинчен шутласа хака палăртнă пулсан, хальхи 130 килограмшăн 910 тенкĕ тÿлемелле тухать. Пиртен, авă, эппин халĕ 50 тенкĕ анчах пуçтараççĕ.
Эпĕ шутларăм та, вĕçне-хĕрне, тĕлли-паллине тупаймарăм. Çÿп-çапа турттарса тухассинче хальлĕхе никам ăнланмалла мар пăтрану, арпашу нумай пулнине кирек кам та çирĕплетсех калама пултарĕ. Çакна тĕплĕнрех специалистсем ăнлантарса парсан тата аван пулмалла.
С.ТРОФИМОВ,
Лаш Таяпа ялĕ.