Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе иртнĕ çул «Чăваш Республикин культурăпа туризмне аталантарасси» программăна «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» çумпрограмма кĕртрĕç. Унпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕнчи библиотекăсен пĕрлештернĕ тытăмĕн муниципаллă автономи культура учрежденийĕ чăвашла пичетленнĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ.
Правительство кĕнеке фончĕсене тĕрлĕ енлĕ паха литературăпа пуянлатассине, ку енĕпе халăх интересĕсене тивĕçтерессине пысăк вырăна хуни лайăх курăнать. Юлашки вăхăтра районти вулавăшсенче чăваш кĕнекин çÿлĕкĕсем çулран-çул çĕнелсе пыраççĕ. Тин çеç пичетленнĕ, типографинчи сăрă шăрши те кайман кĕнекесене курсан чун хавхаланса каять. Чăвашла вулама юратакансемшĕн уйрăмах пысăк савăнăç ку. Акă, пирĕн ентешĕн Петр Сидоровăн /Лаштай/ «Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнекене алла илтĕм. Унта Чăваш Республики тата Раççей Федерацийĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă Х.М.Миначев ăсчах, И.Я.Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ А.В.Рекеев, А.В.Игнатьев олимпиец, пĕтĕм тĕнчери информаци академийĕн академикĕ И.Н.Никитин тата ыттисем пирки паллашма пулать.
Николай Сидоровăн «Пĕрремĕш учитель» кĕнекене кĕнĕ пьесăсенче чăвашсен паллă çыннисен И.Я.Яковлевăн, К.В.Ивановăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсене çутатса панă. Хайлавсене истори пулăмĕсене тĕпе хурса çырнă. Вĕренекенсем пьесăсене вуласа тухма кăна мар, шкул сцени çинче лартма та пултараççĕ.
Денис Гордеевăн «Аçаçури» çĕнĕ кĕнекине юлашки çулсенче çырнă калавсемпе повеçсем кĕнĕ. Вĕсенче – кирек хăш саманара та çивĕчлĕхне çухатман темăсем: çынлăх, чунлăх, пĕр-пĕрне хисеплесси, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусем тата ытти те.
Аркадий Казановăн «Çăмас» /«Кушак ылханĕ»/ кĕнекере тĕп шухăш – килсĕр кушаксен пурнăçĕ. Ăна ачасем тÿрех ăнланаççĕ пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен ку повесть фантастика-юмах мар, чăн пурнăç.
Çак кĕнекесем часах ялти пур библиотекăна та çитĕç. Илсе вуласамăр вĕсене.
И.АДЮКОВА.