Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Хыр тата хурăн лартнă

Хыр тата хурăн лартнă

 Кăçал апрель уйăхĕнче районта пушар хурал организацине туса хунăранпа 60 çул çитрĕ. Çак уява районти пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем анлăн паллă турĕç. Юбилейлă çулталăка халалласа тата «Йывăç ларт тата ăна пăхса ÿстер» акцие хутшăнса Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем хăйсен чаçĕ вырнаçнă çурт тата Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çумĕнчи пушă лаптăка 500 тĕп хурăнпа хыр лартса хăварчĕç. Çак ĕçе пушар хурал ĕçĕн ветеранĕсем те хастар хутшăннă.

— Ку лаптăка анлăлатса пырса малашне кунта «Çулăмпа кĕрешекенсен аллеи тăвас ĕмĕт пур, — палăртать Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code