Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Георгий хăйăвĕ» акцие районта çулсерен активлă хутшăнаççĕ.
Акци вăхăтĕнче Георги хăйăвне валеçни – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тав тунине палăртакан ырă меслет. Çавăн пекех пĕрлĕхлĕхĕн тата ыркăмăллăхăн палли шутланать вăл.
Çак тапхăрта волонтерсем ветерансем тата тыл ĕçченĕсем патне çитеççĕ, хăйăва урамсенче салатаççĕ.