Хисеплĕ ентешсем!
Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Çемье вăл – пурнăç пуçламăшĕ, юрату, шанăç, ăнланулăх çăлкуçĕ. Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать. Кунта кирек хăçан та сана ăнланаççĕ, кĕтеççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ.
Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата килěштерсе пурăнни çемье вучахне сÿнме памасть. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕç ăнса пырать, ун пек çемьере пултаруллă, ĕçчен ачасем çитĕнеççĕ.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, тăнăҫлăх, чун-чěре пуянлăхěпе пысăк телей, юрату сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый