9 тата 11 классенче вĕренекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланнă – экзаменсем. Вĕсем, тĕпрен илсен, Елчĕкри вăтам шкулта иртĕç.
Тăххăрмĕшсем /163 ача/ тĕрĕслев ĕçĕсем çырассипе майăн 18-мĕшĕнчех «старта» тухнă. Паян хăйсен пĕлĕвне географи тата ют чĕлхесене тишкерессинче кăтартĕç. Патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацине – вырăс чĕлхипе /майăн 24-мĕшĕ/, математикăпа /майăн 27-мĕшĕ/ тĕрĕслессинче 157 вĕренекен хутшăнĕ.
11 классенче пĕлÿ пухакансем экзаменсене çак кунсенче тытаççĕ:
июнĕн 3-мĕшĕ – вырăс чĕлхи, июнĕн 7-мĕшĕ – математика /профиль/, июнĕн 11-мĕшĕ – истори тата физика, июнĕн 15-мĕшĕ – обществознани, июнĕн 24-мĕшĕ – информатика тата ИКТ.
Аттестат илме хатĕрленекен 111 вĕренекенрен 18-шĕ, аслă шкулсене вĕренме кайма шут тытманнисем, «ала витĕр» вырăс чĕлхипе майăн 25-мĕшĕнче, математикăпа /профиль/ майăн 28-мĕшĕнче тухĕç.
Экзаменсен тапхăрĕнче халĕччен çирĕплетнĕ йĕрке вăйрах юлать. Унсăр пуçне пандемипе çыхăннă хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене те шута илĕç.