Коронавирус инфекцийĕнчен сыхланмалли, хÿтĕленмелли шанчăклă мелсенчен пĕри – вакцинациленни. Çакна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Аслă Елчĕк ял çыннисемпе тĕл пулнă май палăртнă.
– Çивĕч ыйту çине чăнласа, яваплăха туйса пăхни кирлĕ, – тенĕ Владимир Геннадьевич. – Республика стационарĕсенчи чирлисен 99 проценчĕ прививка тутарман! Ковида хирĕç кĕрешмелли урăхла вариант çук, çавăнпа вакцинаци пĕртен-пĕр çăлăнăç.
Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем вакцинаци пĕлтерĕшне ăнланни сисĕнет-ха. Асăннă профилактика мероприятине анлăн йĕркеленĕ халĕ. Тĕп больницăра çынсене кунсерен 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен йышăннисĕр пуçне, медицинăн мобильлĕ бригадисем ятарлă графикпа ялсене, уйрăм ĕç коллективĕсене те тухса çÿреççĕ. Çавăн пекех 112 номерлĕ телефонпа е «Госуслуги» портал урлă çырăнма пулать. Çакăн витĕмĕ пулмаллах, мĕншĕн тесен ушкăнпа вакцинаци тутарни çеç чире çĕнтерме пулăшĕ.
Эсĕ прививка тутарнă-и, вулакан? Эсĕ татăклă утăм туни хăвăншăн кăна мар, çемйÿшĕн те, куллен хутшăнакан çынсемшĕн те кирлĕ.
х х х
Вакцинаци тутарасси пирки, тÿрех калатăп, нумай шутланă эпĕ. Иккĕленнĕ те малтан. Анчах пирĕн пĕчĕк ялтан, Шуршуран, больницăна кĕске вăхăт хушшинчех 13 çын лексен, хăрарăм та. Хăшĕ-пĕри питĕ йывăр чирленĕ. Килĕсенче сипленнисем те пулнă.
Çак пулăма шута илсе нумай шутласа тăмарăм – çак кунсенче пĕрремĕш хут вакцинаци тутартăм. Сире те çавнах сĕнетĕп. Пĕри те тепри çакна тумасан мĕн патне килсе тухăпăр;
Антонина ПАВЛОВА,
культура ĕçченĕ.