Июнь уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш наци музейĕ йĕркеленипе республикăра «Тĕрĕллĕ Чăваш Ен» акци вăя кĕчĕ. Çавна май чăваш тĕррин ăстисем «Паха тĕрĕ» фирма ертсе пынипе Чăваш Республикин карттине тĕрлеме пуçларĕç. Çак акцие хутшăнса республикăри 21 муниципаллă район тĕрĕçисем хăйсен район карттине тĕрлеççĕ. Ăна Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне хатĕрлемелле. Кашни районти тĕрĕ ăсти хăйсен тăрăхĕнчи çĕвĕпе, районти символикăсемпе усă курса хатĕрлет.
Пĕлме кăсăклă: Чăваш АССР карттине пуçласа 1937 çулта тĕрленĕ. Ăна ун чухне Чăваш автономийĕ Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хатĕрленĕ. Калăпăшĕ 2,70х 2,50 метр пулнă. Карттăна масштабпа картографи калăпăшĕсене пăхăнса тĕрленĕ. Вăл çулсенчи мăнаçлă ĕçе Л.Г.Яковлева ÿнерçĕ ертсе пынă. Алькешри «Паха тĕрĕ» фабрикăра вăй хуракан 11 тĕрĕçĕ çак карттăна çулталăк хушшинче хатĕрленĕ.
84 çул иртсен, тĕрĕ ăстисем тепĕр хут Чăваш Республикин карттине тĕрлесе ĕлĕкхи маçтăрсен ăсталăхне палăртса хăйсен районĕсен карттисене тĕрлеççĕ. Ятарлă пир татăкĕ çинче кашни тĕрĕçĕ хатĕрленĕ пайсене Чăваш тĕррин музейне кайса параççĕ. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш тĕррин кунĕнче, ĕçсем хатĕр пулаççĕ.
Пирĕн район карттине Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Римма Парферьева тĕрлерĕ. Çак яваплă ĕçе хумханса та чун хавалĕпе пурнăçларĕ вăл. Римма Витальевна картта схемине хатĕрленĕ самантсенче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсемпе те канашларĕ. Районти 9 ял тăрăхне тĕрлĕ тĕспе тĕрлесе уйăрнă май ял хуçалăх ĕçĕпе ăçта мĕнпе уйрăлса тăнине, çак тăрăх ыттисенчен мĕнле хаклă историллĕ пулăмпа пуян пулнине кăтартса хăварас терĕ. Аслă Пăла, Çуткÿл, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа хутлăхĕсене хăйне евĕрлĕ паллăпа тĕрлесе хăварчĕ ăста. Картта варринче – Елчĕк районĕн символики.
С.ГОЛУБЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Р.Парферьева хăйĕн ĕçĕпе.