Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Лайăх шкула вырнаçтарма

Лайăх шкула вырнаçтарма

Взятка илнĕшĕн е панăшăн çирĕп айăплаççĕ пулсан та, саккуна пăсакансем тупăнсах тăраççĕ.

Шупашкарта пурăнакан 44 çулти арçынна ачине шкула вырнаçтарассишĕн взятка панăшăн суд тенкелĕ çине лартнă. Ăна УК 291 статйин 2-мĕш пайĕпе /должноçри çынна взятка пани/ айăпланă. Тĕпчев çирĕплетнĕ хыççăн çакă паллă: арçын тĕп хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени директорне 60 пин тенкĕ панă. Çак тÿлев унăн ывăлне шкула 1-мĕш класа йышăнас тĕлĕшпе пулма пултаракан чăрмавсене сирме май парасса шаннă. Айăпланакан хăй ыйтнипе тата вăл айăпне туллин йышăннине кура уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе тишкернĕ. Суд ывăлне лайăх шкула вырнаçтарас тĕллевпе саккунпа урлă пулнă ашшĕне 200 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Саккунпа килĕшÿллĕн Уголовлă кодекс /290, 291, 291.2 статьясем/ взятка илекене те, паракана та явап тыттарассине палăртать. Коммерци енĕпе сутăн илнине те /204, 204.2 статьясем/ çаплах хаклаççĕ – икĕ ен те яваплă. Взяткăшăн е коммерци енĕпе сутăн илнĕшĕн 15 тата 12 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ, çийĕнчен штраф хураççĕ /взятка виçин 70 тата 50 виçи таран/. Тĕслĕхрен, 10 пин тенкĕпе танлашакан взяткăшăн 700 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code