Ноябрĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун – Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх власть органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсем вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă.
Тĕл пулусен вăхăтĕнче вĕсем кĕçĕннисене саккунсен пуххисемпе кĕскен паллаштарнă, ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене хускатнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Елчĕкри вăтам шкулти «Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен юхăмĕн» хастар членĕсем район прокурорĕпе Александр Кудряшовпа, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Карабурнашевпа тата Андрей Воробьев адвокатпа курнăçнă май право тытăмĕнчи сотрудниксен ĕçĕ-хĕлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем илнĕ.
Е.ГЕННАДЬЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: тĕл пулу саманчĕ.