Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ рейса тухас умĕн

Черетлĕ рейса тухас умĕн

«Прогресс» хуçалăхăн автомашина паркĕнче ирсерен шав тăрать – водительсем хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама тухса каяс умĕн кашнинчех автомашина юсавлăхне тĕрĕслеççĕ. Хăйсене шанса панă техникăшăн яваплă пулнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Владимир Соловьев водитель хуçалăхра 3 теçетке ытла вăй хурать.

– Çак ĕçе эпĕ кăмăлласа пурнăçлатăп. Хĕсметрен таврăнсан ниçта та мар – тÿрех тăван колхоза çул тытрăм. Çав вăхăтранпа руль умĕнчен пăрăнман, – кăмăллăн пĕлтерет Владимир.

Гараж заведующийĕ Геннадий Крылов ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пырать. Водительсем яваплă пулнине пĕлтерет вăл. Вĕсен хастарлăхне кура «Прогрессем» автомашинăсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе те малтисен йышĕнче пулнине палăртать.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: В.Соловьев рейса тухас умĕн Г.Крыловпа канашлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code