Çĕнĕ çул яланхиллех çĕннине, ыррине, лайăххине илсе килет, нихăçан манăçми пулăмсем парнелет.
ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Тигр çулталăкĕнче чи малтанах арçын ачасем çуралнă. Аслă Елчĕкри Владимирпа Екатерина Питаковсемпе Çĕнĕ Пăвари Александрпа Марианна Абрамовсен çемйине «çĕнĕ кайăк» вĕçсе кĕнĕ. Икĕ çемьере те иккĕмĕш тĕпренчĕкĕсене алла илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ пепкисене Марк тата Даниил ят панă. Елчĕк енĕн çĕнĕ гражданĕсен ашшĕ-амăшне ывăлĕсен пĕрремĕш докуменчĕсене панă.