Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Техникăна ачаран юратнă

Техникăна ачаран юратнă

– Ача чухнех çуралнă ĕмĕт пурнăçланнăшăн питĕ савăнатăп – куллен юратнă трактор çине ларса хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçласси маншăн пысăк савăнăç, – пĕлтерет «Сатурн» хуçалăхра механизаторта тăрăшакан Владимир Крысов.

Тивĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă «тимĕр ут» хуçи çурхи кунсенчен пуçласа кĕркуннеччен хуçалăх анисем çинче тар тăкать: тĕш тырă акать, çĕре сухалать, сÿрелет, кăпкалатать. Хĕллехи вăхăтра вара ĕçчен фермăра выльăхсене апат валеçет, ытти ĕçе пурнăçлать. Хăйне шанса панă МТЗ-82, Т-150 тракторсене юсавлă тытать механизатор, вĕсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет.

Тăрăшуллă та курăмлă ĕçшĕн Владимир Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Н.Круглов сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Крысов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code