Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен регионти тапхăрĕ малалла пырать. Иртнĕ кунсенче физкультурăпа иртнĕ тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулнă.
Регион шайĕнчи олимпиадăра республикăри район-хуласенче палăрнă чи пултаруллă 80 вĕренекен тупăшнă. Тĕрлĕ конкурс-ăмăрту витĕр тухнă хыççăн жюри 2 çĕнтерÿçĕпе 19 призер ячĕсене пĕлтернĕ. Вăл йышра Елчĕксем те пурри савăнтарать. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Денис Жуков /наставникĕ Олег Осипов/ призерсен йышне кĕнĕ. Курнавăш шкулĕнчи 10 класри Александр Ефимов та тантăшĕпе танлашнă. Унăн ертÿçи – Анатолий Константинов.
Çавăн пекех географи предмечĕпе те призер пур пирĕн районтан – Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 11 класра пĕлÿ пухакан Иван Смирнов /наставникĕ – Олимпиада Викентьева/.