Взятка парас-илес йăла обществăра тĕл пулсах тăрать. Вĕсене право хуралĕн органĕсем çине-çинех тупса палăртаççĕ.
Шупашкарта пурăнакан 44 çулти арçынна шкул директорне взятка панăшăн айăпланă. Ăна Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 291 статйин 2 пайĕпе /должноçри çынна курăмлă виçепе взятка пани/ айăпланă, 200 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Пĕр районта вара ПАИ сотрудникне пĕчĕк взятка пама тăнă водитель тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çамрăк арçын руль умне ларса хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнмасăрах çула тухнă. Çул-йĕр инспекторĕ çакна асăрхаса ăна чарнă та, хăйне административлă майпа явап тыттарасран хăтăлас шутпа водитель ПАИ инспекторне 1 пин тенкĕ парасшăн пулнă. Купюрăна хăйĕн пассажирĕн паспорчĕ ăшне чиксе «адресат» аллине тыттарнă, анчах пакунлă çын взяткăна илмен. Административлă штраф тÿле те – уголовлă яваплăх та пулмастчĕ. Халĕ вара арçыннăн суд умне тăмалла.
Уголовлă кодексри штрафсем самай пысăк. Судпа айăпланса биографие варалани пушшех хакла ларать.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс-служби ăнлантарнă тăрăх, Уголовлă кодексра /290, 291 статьясем/ взятка илекене те, паракана та явап тыттарасси пирки палăртнă. Коммерци енĕпе сутăн илнине те /204 статья/ çаплах хаклать – икĕ енĕ те яваплă. Взяткăшăн е коммерци енĕпе сутăн илнĕшĕн 15 тата 12 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ, çийĕнчен – штраф хураççĕ, саккунсăр хавхалантару тÿлевĕн 70 тата 50 виçи таран. Урăхла каласан, тĕслĕхрен, 10 пин тенкĕпе танлашакан взяткăшăн 700 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Л.ЕГОРОВА.