Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçне чыслăн пурнăçланă

Тивĕçне чыслăн пурнăçланă

Зинаида Ивановна Степанова Тÿскел ялĕнче 1921 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çак ялтах иртнĕ.

Хĕр Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Аслă Таяпа ялĕнче учитель пулса ĕçленĕ.

Вăрçă вучĕ çакăн пек аса илÿсемпе ÿкерĕнсе юлнă унăн асĕнче: «1940-мĕш çулхи кунсем. Эпир Елчĕк шкулĕнчен 18 ача вуннăмĕш класс пĕтерсе тухрăмăр. Кам ăçта вĕренме каясси çинчен канашлатпăр. Эпĕ Хусанти университета вĕренме кайма шухăшласа хунăччĕ, анчах ĕмĕт пурнăçланаймарĕ. Арçын ачасене салтака илсе кайрĕç. Эпир, хĕрсем, РОНО чĕннипе, районти шкулсенче учительте ĕçлеме пуçларăмăр. Мана Аслă Таяпари шкула пуçламăш классене вĕрентме ячĕç. Пĕр кунхине комсомол райкомне чĕнчĕç. Унта ман пек хĕрсем пуçтарăннă. Çар комиссариачĕн представителĕ калаçу ирттерчĕ. Эпир, 12 хĕр, пĕр харăсах вăрçа кайма заявлени çырса патăмăр. Апрелĕн 12-мĕшĕнче фронта кайма повестка илсе çула тухрăмăр. Виçĕ уйăх Хусанта вĕрентрĕç. Пирĕн, тăшман самолечĕсене палласа, кирлĕ çĕре пĕр минут хушшинче пĕлтерсе тăмаллаччĕ. Малтанлăха питĕ йывăрччĕ. Пирĕн батальон – 101-мĕш уйрăм батальон. Пире тĕрлĕ точкăсене салатрĕç. Пĕр-пĕрин хушши 20 километр. Точкăсенче пилĕкшерĕн тăратпăр. Пирĕн точкăсене бендеровецсем, полицайсем час-часах тапăнатчĕç.

Пĕррехинче çакскерсем пирĕн çине килсе тухрĕç. Вăхăтлă кирлĕ йышăну тума пултарнăшăн мана «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăларĕç. Çĕнтерÿ кунĕсене Польшăпа Германи чиккинче кĕтсе илтĕмĕр. Яла майăн 29-мĕшĕнче таврăнтăм. Каярахпа Тăван çĕршыв вăрçин орденне пачĕç. Таврăнсанах вăрçă чухнехи хăрушă самантсем тĕлĕкре курăнса чуна нумай ыраттаратчĕç. Çамрăксен вăрçă нушине курмалла ан пултăрччĕ, тĕнче тăнăç тăтăрччĕ».

Зинаида Степанова ĕмĕрне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Паян хисеплĕ учителĕн вĕренекенĕсем тĕнче тăрăх саланнă.

Вĕренекенсен асĕнче З.Степанова яланах хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлакан салтак, пултаруллă педагог. 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче ветеран ку тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code