Федор Петрович Петрянкин — ветеринари наукисен докторĕ, профессор.
Вăл 1937 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. 1951 çулта Пăва хулинчи ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ,1955 çулта ветеринари фельдшерĕн специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Бурятпа Монгол АССРĕнче хăй суйласа илнĕ профессипе ĕçлеме тытăннă. 1956 çулта Совет Çарĕн ретне тăма ячĕ тухнă. Çартан таврăннă хыççăнах Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ патшалăх ветеринари институтне кайса кĕнĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнине кура ăна Елчĕк районĕнчи ветеринари станцине ĕçлеме куçарнă, 1965-1974 çулсенче унта тĕп тухтăр пулса вăй хунă. 1974 çулта ветеринари институчĕн Пĕтĕм Союзри аспирантурине вĕренме кĕнĕ. 1977 çулта кандидат диссертацине хỹтĕленĕ. Наукăн аслă сотрудникĕ пулса вăй хунă. 1984 çулта Федор Петрянкин Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ĕçлеме пуçланă. 2000 çултан пуçласа — ял хуçалăх академийĕн профессорĕ. Доктор диссертацине («Коррекция неспецифической резистентности организма крупного рогатого скота новыми биогенными препаратами») 1988 çулта хỹтĕленĕ. Вăл вĕренỹ тата вĕренỹпе методика пособийĕсен (пурĕ — 28) авторĕ, 212 наука ĕçĕ (çав шутра 7 монографи) çырнă.
Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ĕçри çитĕнỹсемшĕн Федор Петрянкина «Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ятпа, ытти Правительство наградисемпе чысланă.
Ф.Петрянкинăн чĕри 2019 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче тапма чарăннă.