Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Строительство > Елчĕк ялĕн урамĕсем тата хăтлăланаççĕ

Елчĕк ялĕн урамĕсем тата хăтлăланаççĕ

«Стройэнергосервис» ООО рабочийĕсем Елчĕк-Аслă Елчĕк автоçулăн сылтăм енĕпе, пушар чаçĕ вырнаçнă çурт çывăхĕнчен пуçласа Мир урамне çитиччен, брусчаткăран тротуар сарнине иртен-çỹрен асăрханă ĕнтĕ.

Федераци шайĕнче çирĕплетнĕ программăпа килĕшỹллĕн вăя кĕрекен çак ĕçе, тĕрĕссипе, иртнĕ çулхи кĕркуннех пикеннĕ. 2021 çулта пурнăçлама уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса, ун чухне 800 метра тăсăлакан пулас тротуарăн никĕсне, бордюр, электричество кабелĕсене хывса хăварнă пулнă, светильниксем вырнаçтарнă. Пĕр сăмахпа, укçа-тенкĕпе туллин усă курнă.

Хальхи вăхăтра çак ĕçе малалла тăснă. «Стройэнергосервис» ООО директорĕ Александр Нягин палăртнă тăрăх, брусчатка сарас ĕçе Çĕнтерỹ уявĕ — майăн 9-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Ун хыççăн ларса канмалли саксем вырнаçтармалла, кĕркунне йывăç-тĕм лартса хăвармалла. Архитектура планĕпе килĕшỹллĕн, кунта аллея пулмалла.

Сăн ỹкерчĕкре: Геннадий Мисяков, Александр Гаврилов, Андрей Мурзакаев шанăçа тỹрре кăлараççĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code