Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн сăмах ỹнерĕн сывлăшĕ вылянине куратăп

Чăн-чăн сăмах ỹнерĕн сывлăшĕ вылянине куратăп

Надежда АКЧУРИНА: «Кашни çыннăн пурнăçĕ — хăй пĕр кĕнеке. Манăн вăл 1963 çултан çырăнма пуçланă. Каçал тăрăхĕнчен эпĕ. Хирти Шăхасан ятлă чипер та сăпайлă ялтан. Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Кайран тăван Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ, Чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăранпах — учитель. Патăрьел районĕн Сăкăт шкулĕнче вĕрентекен пулса 36 çул ĕçлерĕм.

Çулсем картлашкапа хăпарса пынăçемĕн Кĕнеки те хулăнрах та хулăнрах. Пурте пур унта: савăнăçĕ-кулянăвĕ, ыратăвĕ-юратăвĕ, телейĕ те хуйхи-суйхи… Пĕр такăнмасăр, ỹкмесĕр утаймăн. Пурнăç хакне туйса, пĕрне-пĕри юратса-хисеплесе ырă кăмăлпа, çутă ĕмĕтпе, таса чунпа малалла утасчĕ…

Надежда Климентьевна Тинюкова (Акчурина) поэзи тĕнчин алăкне ача чухнех уçнă, малтанхи сăввисем «Октябрь ялавĕ» райхаçатра (халĕ «Каçал ен») пичетленнĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чух «Çил çунат» литпĕрлешỹре çырас пултарулăхне туптанă, «Тăван Атăл» журналпа туслă çыхăну тытнă. 1985 çултанпа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Н.Тинюкова хайлавĕсем «Авангард», «Елчĕк ен» райхаçатсенче те час-часах вырăн тупаççĕ.

Сăмах ỹнерĕ шăпах поэзи тексчĕсенчен йăл илсе кайнине шута илсен Н.Тинюкова пултарулăхĕ чăн-чăн поэзи картине ларнă хайлавсем теме май пур. Вĕсенче сăнарлă шухăшлав мелĕ-меслечĕпе сăвă хывăмĕн çитĕнĕвĕсем кăна мар, илемлĕ ỹкерчĕк, таса кăмăл, туйăм ирĕклĕхĕ, ĕмĕт вĕçсĕрлĕхĕ уççăнах палăраççĕ.

Анлă тавра курăмлă педагог-сăвăçа кăсăклантарман тема, проблема çук та тейĕн. Çакна пысăках мар кĕнекене вырнаçтарнă сăвăсене ярăмсем çине ушкăнласа тухни те çирĕплетет. «Чĕлхи — чĕкеçĕн, чĕвĕлтийĕ — ĕмĕрхи» ярăмра вырăн тупнă сăвăсем тăван чĕлхе пирки шухăша ỹкнипе пĕрлех анне чĕлхин асамлăхĕн çỹллĕшне виçниех. «Пурнăçăмăр пĕрре, пурăнасчĕ хитре!» ярăмра чун-чĕре юрланă чухне шăрçаланнă йĕркесем, пурнăç илемĕпе хавхаланса сăнарланнă пурнăçри ỹкерчĕксем вырăн тупнă. «Ырлăхушăн тав, сар кунăм», «Туйăма читлĕхе хупаймастăн» тата «Кĕскен кăна калам» ярăмсен ячĕсем унти сăвăсен кĕввине хăйсемех палăртаççĕ. «Туйăма читлĕхе хупаймастăн» ярăмри хайлавсем пурте тенĕ пекех юрату сăввисем. Вĕсенче таса юрату, сăмахсăр юрату, хĕрпе ар хушшинчи çеç мар юратупа ыратăвăн тĕслĕхĕсем. «Улăпсен йăхĕнчен — чăвашсем» пайра чăвашлăх теми Атăл сăнарĕ урлă ỹтленет.

Сăвăçа поэзи тĕнчин, уçлăхĕн çимĕçĕсене астивтерсе тарăн шухăшлăхпа ĕмĕрхи ыйтусен тупсăмĕсем патне çул хывма пулăшакан йĕркесемпе çаврасем «Кĕскен кăна калам» ярăмра вырăн тупнă. Пытарма кирлĕ мар, поэзи асамĕ вăл çав тери «кĕскен», пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн килсе кĕрет. Çавăнпа та кĕскен каласа тарăн шухăша ярасси Тинюкован малашлăхра, çакна асăннă ярăмри сăвăсем тỹрремĕнех çирĕплетеççĕ.

Сăвăсене тĕплĕн, васкамасăр вуласан педагог-сăвăç чĕринче чăн-чăн сăмах ỹнерĕн сывлăшĕ вылянине куратпăр. Чылай сăвă йĕрки, хайлаври шухăш-ĕмĕтпе кăмăл-туйăм чăваш поэзийĕн ĕмĕрсем хушши купаланакан керменĕ валли хатĕрленĕ паха, çирĕп, илемлĕ, чун хĕрỹлĕхĕпе хĕртсе çирĕплетнĕ кирпĕч катăкĕ евĕрех туйăнса каять. Акă илсе пăхар-ха «Каланхоэ» сăвва:

«Епле чăрсăр, епле харсăр —
Урамри сивве пăхмасăр
Çеçке çурчĕ каланхоэ!
Тиркеме ăна кам хăйĕ?!
Темех мар тулти çанталăк,
Чиперукшăн кăмăл савăк!
Илемпе ман килĕм тулчĕ,
Чунăмри хĕвел йăл кулчĕ!
Каланхоэ, каланхоэ…
Çураласшăн çĕнĕ туйăм…
Сан сăнна кĕвве хывасчĕ,
Туссемпе кайран юрласчĕ!».

Сăвăри каланхоэ сăнарĕ юрату туйăмĕ çуралма вăхăт çитнĕ çамрăк хĕр упраç сăнарне йышăнать. Хĕл варринче илемлĕн çурăлма шикленмен каланхоэ «чиперукшăн» тĕрев пулса тăрать. Н.Тинюкова çамрăк хĕр кăмăлне юравлă каланхоэ чечеке ларнă саманта питĕ вырăнлă («çеçке çурчĕ каланхоэ! — çураласшăн çĕнĕ туйăм») асăрханă çеç мар, çамрăк хĕр чĕринчи туйăм хĕрỹлĕхне, асамлăхне кăтартма çав тери килĕшỹллĕ танлаштару тупнă. Авалхи чăн чăвашла сăвă хывăм палăрăмĕсем сисĕнеççĕ кунта. Пĕр «Каланхоэ» хайлавра кăна мар çакăн пек шухăш йĕрки, сăвă çаври. Кашни сăввиех сăнарлă, сăнлăхлă, тĕрĕс те вырăнлă танлаштарусемпе черетленсе шухăш çиппине сỹтет, явать, çăмхалать.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Н.ОСИПОВ,
филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code