Республикăра хальхи вăхăтра «Йăла — çемье» оперативлă профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ.
Çемьери харкашусене пула тĕрлĕ преступленисем тăвассине сирес тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Çавна май участоксенчи уполномоченнăйсем полици пайĕнче учетра тăракан çемьесемпе тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, ăнăçсăр çемьесенчи ачасен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланаççĕ.
Районта çемьери харкашусене пула сиксе тухнă 28 преступление шута илнĕ. Çак тапхăрта кăна 13 çемьере лару-тăру çивĕччине палăртнă. Çемьере, йăлара саккуна пăхăнманнисене учета илеççĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕ тĕлне 82 çынна подразделенин профилактика учетне илнĕ, вĕсенчен 42-шне — çемьери харкашусене пула.
А.КАРАБУРНАШЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ.