Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Гимн юрласси йăлана кĕрĕ

Гимн юрласси йăлана кĕрĕ

Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, çитĕнекен ăрăва таса кăмăл-сипет воспитанийĕ парасси — чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри. Çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтерес, патриот туйăмне ăс-тăнпа чуна хывма пулăшас, паттăрсене хисеплесе вĕсен ячĕсене яланах асра тытас тесен тенкĕпе виçейми тупрана паянхи шкул ачипе яш-кĕрĕме тивĕçлипе памалла. Çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантарас, патриот туйăмне çирĕплетес тĕллевпе уроксем пуçланас умĕн шкулсенче гимн юрлассине йăлана кĕртме йышăннă. Кашни класрах халĕ Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсем куçа илĕртеççĕ. Ку сĕнĕве Правительство çуртĕнче иртекен координаци ларăвĕнче ырланă.

Гимн — халăх пуянлăхĕ. Ăна кашни çыннăн пĕлмелле. «Пирĕн Тăван çĕршыв пĕрре» проекта пур пĕлỹ çуртĕнче те ăша хываççĕ. Çак пархатарлă та ырă йăлана Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те ырларĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсем класс ертỹçи сĕннипе кашни ирхине çĕршыв гимнĕ шăрантараççĕ. Ачасем Раççей ялавĕ тĕслĕ тумсем тăхăнса гимнăн кашни сăмахне ăнланса, мăнаçланса юрлаççĕ.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code