Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хĕрлĕ гвоздика» акци

«Хĕрлĕ гвоздика» акци

Çĕнтерỹ волонтерĕсем Пĕтĕм Раççейри «Хĕрлĕ гвоздика» акцие старт панă.

Ăна кашни çул «Ăрусен астăвăмĕ» ыркăмăллăх фончĕ йĕркелет. Кăçал вăл апрелĕн 21-мĕшĕпе июнĕн 22-мĕшĕччен иртет.

Пирĕн пурин те «Хĕрлĕ гвоздика» акцие хутшăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, ытти çар операцийĕсене хутшăннă ветерансене пулăшма май пур. Çакна пурнăçлама акци значокне, хĕрлĕ гвоздикăна, тĕрлĕ суту-илỹ лавккисенче, калăпăр, «Магнитра», Перекет банкĕн офисĕнче, «Татнефть» заправка станцийĕнче, интернет-лавккасенче туянма пулать. Хĕрлĕ гвоздика паллисене Раççейри 78 регионта сутаççĕ.

Акци шайĕнче пуçтарăннă укçа-тенке тĕрлĕ çар ĕçĕсене хутшăннă вăрçă ветеранĕсене адреслă пулăшу пама яраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code