Ял ятне ярасшăн мар
Елчĕкрен Пăва еннелле каякан асфальтлă çултан сулахая пăрăнса 400 метр кайсан, район центрĕнчен 3 çухрăмра, Кĕçĕн Пăла юхан шывĕн сылтăм çыранĕ енче вырнаçнă Акчел. Ял пуçламăшĕнчех, чылай çул каялла туса хунă вывеска, çỹллĕ хырсем çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, унтан таврăннă хыççăн çĕре кĕнĕ фронтовиксен ячĕсене çырса хунă палăк ларать. Фашистсемпе çапăçма 91 çын тухса кайнă, 51-ĕшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Палăк çывăхĕнчех иртнĕ çул кăна çивиттисене улăштарнă, пластик чỹречесем лартнă клуб, ăна хирĕçех вара чылай çул алăкĕсем уçăласса кĕтекен лавкка тунсăхлăн лараççĕ. Çапла, паян Акчелсен лавкка çукки чи çивĕч ыйту тесен те юрать. Пĕр буханка çăкăр илес тесен те Патреккелне е Елчĕке утмалла. Урасем хуçине итлемен чухне ай! пĕрре те çăмăл мар-çке.
Çавăн пекех тепĕр пысăк ыйту — çу кунĕсенче Çĕнĕ касра, Кĕпер кассинче (çырма хĕрринчен çỹлерех пурăнакансен) шыв çукки. Кăçалхи ял пухăвĕнче ялта çĕнĕ шыв башни лартасси пирки çивĕч калаçу пулчĕ-ха. Тем пекехчĕ…
Унччен ял халăхĕ ытларах акционерсен «Прогресс» хупă обществин уй-хирĕнче, фермисенче ĕçленĕ. Халĕ те хăшĕ-пĕри унтах тăрăшать. Район центрне, инçетри хуласене ĕçе çỹрекенсем сахаллăн мар. Унччен тата нумаййăнччĕ, халĕ вара кашни килте тенĕ пекех пенсионерсем. Çамрăксем ытларах çăмăл машинăсем çине ларса ĕçе васкаççĕ. Çапах та Кĕçĕн Пăла урлă хывнă каçма кĕпер урлă çỹрекенсем те çук мар. Çу кунĕсенче уйрăмах меллĕ улăхпа утма, район центрĕ çывăх.
Ялта 115 хуçалăх шутланса тăрать, 202 çын пурăнать. Арçынсенчен чи ватти — Александр Гаврилов. Вăл кăçал кĕркунне 93 çул тултарĕ. Чылай çул ĕнтĕ ăна хĕрĕсем хăйсем патĕнче пăхаççĕ. Чи сумлă ватă хĕрарăм — Клавдия Петрова. Вăл 9 теçетке çула хыçа хăварас тесе талпăнать. 60, 50 çул ытла алла-аллăн тытăнса пурăнакан мăшăрсем — Еленăпа Николай Скворцовсем, Михаилпа Елена Идутовсем. Вĕсем хыççăн сумлă утса пыракан мăшăрсем вара йышлăн.
Кирек мĕнле хутлăх та çак çĕр çинче ỹссе çитĕннĕ, паян унта тарăн тымар янă çынсемпе мăнаçланать. Тĕрлĕ професси çынни пурăнать кунта. Çичĕ урамран чи çамрăкки Патреккеле каякан асфальтлă çулăн сылтăм енче вырнаçнă. Тĕп килтен уйрăлса тухнă çамрăк мăшăрсем хальхи йышши çĕнĕ çуртсем, пысăк хуралтăсем купаланă. Кунти çемьесем выльăх-чĕрлĕх усрама ỹркенмеççĕ. Калăпăр, ял старости, иртнĕ созывсенче ял депутачĕ пулса тирпей-илемпе хăтлăхшăн сахал мар тăрăшнă Олег Кедров вите тулли выльăх-чĕрлĕх тытать.
Вячеслав Сардаев, Маргарита Кедрова усламçă ĕçне пуçарма мехел çитернĕ. Олег Лазаревăн çемйи Елчĕкре автомашина запчаçĕсем сутакан лавкка тытать. Владимир Владимиров, Александр Николаев, Иван Кедров çемйисем сăвăнакан ĕнесем йышлă тытаççĕ. Владимир Кузнецов хуçалăхĕ пахча çимĕç туса илес енĕпе чапа тухнă. Геннадипе Надежда Московскисен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: теплицăсем ăсталаççĕ, кухня гарнитурĕсем пуçтараççĕ, техника юсас енĕпе те вĕсене çитекенни сахал. Кузьминсем — строительсем, Александр Плотников ăста сварщик. Владимир Романов хăйсен пỹрчĕ умне кăна мар, пăралуккасене те тирпейлĕ тытса тăрас енĕпе хастарлăх, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать.
Республикăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне ЧР Правительстви кашни яла 100-шер пин тенкĕ парса хавхалантарчĕ. Акчелсем унпа клуб территорийĕнче ỹт-пĕве çирĕплетмелли сооружени вырнаçтарнă. Хĕллехи кун унта сукмак хывакансем пит тупăнмаççĕ пулсан та, ырă та ăшă çанталăксенче ача-пăча кăна мар, аслăраххисем те хусканусем тунине асăрхатăн. Кунтах çулсем иртнĕ май парк та ỹссе ларĕ. Хальлĕхе хунавсем йăл илнипе савăнăç кỹреççĕ. Ял варринче Владимир Карсаков хăйĕн пуçарулăхĕпе ачасене кану вырăнĕ йĕркеленĕ, ытларах унта хĕвĕшет ача-пăча. Виталий Игнатьев та хăйĕн çуртне хирĕç кану кĕтесĕ ăсталанă.
Ялти чи сумлă ватăсенчен пĕри, 86 çулхи Михаил Карсаков (пĕр сăмахпа каласан ялта унран телейлĕ çын пур-ши?) хут купăс ăста каланипе çеç мар, мăнуксенчен пуяннипе те палăрса тăрать. Çулла урама тух кăна — унăн мăнукĕсен сасси кĕрлесе тăрать. Ялти чи çамрăк çын — Анна-Мария Кедрова. Çывăх кунсенче 5 уйăх тултарать. Динăпа Владимир Карсаковсем 4 ача çитĕнтереççĕ. Çамрăксем патшалăх нумай ачаллă çемьесене паракан пулăшăва та тивĕçнĕ.
Ачасемпе çамрăксем тĕл пулакан тепĕр кану вырăнĕ — ĕлĕкхи лаша витинчен инçех мар вырнаçнă лапам. Вунă çул каялла лартнă йывăç-тĕмсем аванах çỹле кармашнă. Кунта юр ирĕлсе пĕтсен, ытларах Аслă Мăнкун кунĕ, çамрăксемпе кăштах çỹçĕсем кĕмĕлленме пуçланисем футболла выляççĕ. Вăйă вĕçленсен кунтах сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем туслăх куркине пушатаççĕ. Ушкăнпа ларса канма саксем вырнаçтарнă, беседка ăсталанă. Юлашки çулсенче Çимĕкре ял çыннисемпе хăнасем кунта пуçтарăнаççĕ. Шỹрпе, шашлăк пĕçермелли хатĕрсем те пур, сиплĕ шыв валли пусă та чавнă. Ку чухне ял-йышпа пĕрле чăваш эстрада юрăçи Алексей Московский та юнашар. Вăл пирваях: «… Ăçта çитсен те нихăçан, Акчел ятне эпир яман. Атте-анне пехилĕпе утатпăр пурнăç çулĕпе…», — тесе шăрантарсан эх! епле капăртатаççĕ, харсăрланаççĕ савнă ял урамĕсем тăрăх çарран чупнă, Кĕçĕн Пăлара шăмпăлтатса патвар çитĕннĕ ял çыннисем. Республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те чапа тухнă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Владимирович пысăк концертсенче те янраттарать «Çуралнă ял» юррине.
Мĕн пытармалли, 40-50 çул каялла шĕвĕрккесем шапасем пек шăмпăлтатнă Кĕçĕн Пăла çуркунне анчах тулли шывпа савăнтарать. Ытти чухне хур-кăвакала çăвăнмалăх кăна. Çитменнине тата çырма йывăç-тĕмпе çăралса пырать. Юхан шыв хĕррине тирпейлĕ тытса тăма пĕрре те çăмăл мар. Юрать, хытă каяшсене ятарлă контейнерпа пуçтарма тытăнчĕç, çỹп-çап туллиех пулнă пулĕччĕ варсенче. Тăван тавралăх илемне хаклама пĕлекенсен йышне Геннадий Николаев та кĕрет. Унăн пуçарулăхĕпе çырма хĕрринче «Телей хапхи» кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Çĕре эрозирен хỹтĕлесе тĕрлĕ йывăçсем, кăвак чăрăш таранчченех, лартнă Николаевсен туслă йышĕ.
Çамрăксем масара тирпейлĕ тытассине хăйсем çине илнĕ. Йышпа кар тăрса çуркунне те, кĕркунне те субботниксем ирттереççĕ. Ялта кам та пулсан çĕре кĕрсен ăна чыслăн юлашки çула ăсатассине тивĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ аслă ăрурисем. Сардаевсен туслă йăхĕ пуçарнипех масар çинче çветтуй Петрпа Павăл апостолсен ячĕпе 2015 çулхи кĕркунне часавай туса лартнă.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
Валентина КИРИЛЛОВА.