«Тухтăрсем чирлисене эмелпе анчах мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ», — больницăра пулнă май çынсем çапла каланине час-час илтме пулать.
Елчĕкри терапи уйрăмĕнче тăрăшакан ырă кăмăллă сиплевçĕсем пирки паянхи сăмахăм. Уйрăма Алина Васильева терапевт тухтăр ертсе пырать. Кунта 7 медсестра, 1 аслă сестра, 4 санитарка вăй хураççĕ. Кашниех вĕсем ĕçре пысăк опыт пухнă, хăйсене шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ.
Аслă медсестран Ирина Явкинан, Валентина Щипцова, Надежда Куприянова, Нина Спиридонова медицина сестрисен ĕç стажĕ 3 теçетке çул ытла.
Е.КРЫЛОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Малти ретре — аслă сестра Ирина Явкина, хыçалта — Валентина Щипцова, Ирина Вастулова, Надежда Куприянова медсестрасем, Наталья Филипповăпа Анастасия Скворцова практиканткăсем.