Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулакан патне васкаççĕ

Вулакан патне васкаççĕ

Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕн почтальонкисем — Людмила Кириллова, Татьяна Лазарева, Ильгиза Григорьева подписчиксем патне вăхăтра хаçат-журнал çитерессишĕн хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ. Людмила Вениаминовна 2007 çултанпа Вăрăмхăва ялĕн çыннисем патне васкать. Çулĕ çывăх мар, çитменнине автобуссем те ĕлĕкхилле лайăх çỹремеççĕ, çапах та майне-шывне тупса «Елчĕк ен» тата ытти хаçатсене пичетленнĕ кунах валеçет. Татьяна Николаевна çыхăну уйрăмĕнче çĕнĕ çын. Кĕске вăхăт хушшинчех ĕçре пысăк тимлĕх кăтартни курăнать. Ильгиза Лутфилловна Елчĕкри хĕвел тухăç енчи урамсенче пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупнă. Ăна унта пурте паллаççĕ. Вăл икĕ çул хушшинче ку тăрăхра пурăнакансене лайăх пĕлет.

Хальхи вăхăтра хастар почтальонкăсем кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат çырăнтарас енĕпе ял çыннисемпе тĕл пулса калаçаççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Л.Кириллова, Т.Лазарева, И.Григорьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code