Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мухтав сана, салтак амăшĕ!

Мухтав сана, салтак амăшĕ!

Паян та хăмсарать тăшман пире,
Йỹç тĕтĕмпе хупласшăн çут ире.
Анчах та хуралта
Тăрать маттур салтак — Çĕршывăма вăл кĕртмĕ çич юта.

Районти хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем пуçарнипе иртнĕ эрнекун йĕркеленĕ патриотла музыкăпа поэзи сехетне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 77 çул çитнине халалланă. Унта хальхи вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлакан салтак-офицерсемпе çар çыннин сумлă профессине алла илекен курсантсен амăшĕсене, çар çынни пулас ĕмĕтпе малалла ăнтăлакан кадет класĕсенче вĕренекенсемпе çамрăк армеецсене чĕннĕ. Пур саманта та ĕненмелле, сăнарлăн йĕркеленĕ çак мероприяти кашнийĕн чĕрине тивмелле иртнине унта хутшăннисем пурте çирĕплетсех калама пултарчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та чăтаймарĕ, кăмăлне ирĕке ярса:

— Арçынна та çăмăл мар: чун-чĕре хỹхлет, амăшĕсене чăтма, пушшех, мĕн тери йывăр пулнине ăнланатăп, — терĕ. Унта Елчĕкри вăтам шкулти кадет класĕсенче вĕренекенсемпе çамрăк армеецсем те хутшăннине курса вăл çак тĕл пулу çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре те чăн кирлĕ, чăн чĕрĕ урок пулса тăнине палăртса каларĕ.

Елчĕкри искусство шкулĕн çутă та илемлĕ залĕнче иртнĕ уява районти хĕрарăмсен канашĕн пайташĕ Антонина Александрова ертсе пычĕ. Унта хутшăннисем чи малтан Курнавăш ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн хастарĕ Раиса Горшкова йĕркеленĕ «Анне çинчен пултăр сăмах» видео презентаципе паллашрĕç. Документлă сăн ỹкерчĕксенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса паттăрлăх кăтартнă хăйсен ял тăрăхĕнчи фронтовик-хĕрарăмсемпе, тыл ĕçченĕсемпе салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăчĕç. Ун хыççăн хăйсен ывăлĕсене куççулĕ витĕр вăрçа ăсатнă чăваш хĕрарăмĕсене халалланă чун-чĕрене пырса тивекен сăвăсем янăрарĕç. Фронтра пуçĕсене хунисене асăнса пĕр самантлăха шăплăха путрĕç.

…Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ амăшĕсене кашнине черетпе сăмах пачĕç — хумхануллă самант. Вĕсен ывăлĕсем паянхи кун хĕсметре тăраççĕ, пирĕн тăнăç пурнăçа сыхлаççĕ. Çĕршыври лару-тăру тăнăç мар вăхăтра хăйсен чун тĕпренчĕк ывăлĕсен сывлăхĕшĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр кĕлĕ тăвакан амăшĕсен куçĕсенчен çак вăхăтра та куççулĕ татăлмарĕ. Апла пулин те вĕсем хăйсене хисеплесе кĕрекене чĕннĕшĕн, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма май туса панăшăн мероприяти пуçаруçисене чĕререн тав тунине пĕлтерчĕç.

Антонина Александрова уява ăста ертсе пыма пĕлетех çав. Амăшĕсен куççулĕпе тулнă куçĕсене пĕр самантрах чĕрĕлĕх кĕртме те пултарчĕ вăл. Кăçал «Елчĕк пики» конкурсра çĕнтернĕ Юлия Воронцовăпа паллаштарчĕ. Юля хитре пике çеç-и? Çук, вăл çар çынни пулма çирĕп тĕв тытнă. Хăй шухăшне вăл тĕл пулăва хутшăннисен умĕнче те уççăнах пĕлтерчĕ. Германи çĕршывĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен районти канашĕн ертỹçи, отставкăри çар çынни Николай Павлов хăюллă та паттăр ывăлсем çуратса ỹстернĕ çар çыннисен амăшĕсен умĕнче пуç тайрĕ, çирĕп сывлăх, чăтăмлăхпа теветкеллĕх сунчĕ вĕсене. Районти ветерансен канашĕн представителĕн — Зинаида Портнован сăмахĕ те çитĕнекен ăрушăн витĕмлĕ пулчĕ. Паллах, районти хĕрарăмсен пайташĕн ертỹçи Лариса Васильева пĕтĕмлетсе каланисенче те чунран тухакан чи тĕрĕс сăмахсем пулчĕç…

Леонард Левый çĕршыв хỹтĕлевçисен амăшĕсене хĕрлĕ гвоздика çыххи парнелесе вĕсен умĕнче пуç тайни, искусство шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсен, кадетсемпе çамрăк армеецсен юрри-ташши — пурте чуна пырса тиврĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code