Çак кунсенче шкул çулне çитнĕ шăпăрлансем ача сачĕпе сыв пуллашаççĕ.
Савăнăçлă уяв Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнче те иртнĕ. Унти 23 пепке кăçал пĕрремĕш класа кайĕ. Районĕпе илес пулсан вара, шкулчченхи учрежденисене çỹренĕ 100 ача парта хушшине ларĕ.
Садикри юлашки уяв ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, шăллĕсемпе йăмăкĕсене те пухнă. Савăнăçлă лару-тăрăва уçса райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Любовь Кучкова, ача сачĕн заведующийĕ Светлана Кудряшова, Людмила Абдулкинăпа Ольга Тябукова воспитательсем, ашшĕ-амăшĕ саламланă. Ачасем иккĕмĕш кил пулса тăнă садикпе ташласа, юрласа сыв пуллашнă.
Сăн ỹкерчĕкре: «Солнышко» шăпăрланĕсем.