Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сыхлăх та пулĕ

Сыхлăх та пулĕ

Республикăн антитеррор комиссийĕн тата оперативлă штабĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Тĕп темăсен шутĕнче ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелес ыйту пулнă.

Вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров кăçал лагерьсем тулли хăватпа ĕçлессине палăртнă. Пĕтĕмпе 36 пин ытла ачана йышăнма хатĕр. Донбасран килнĕ çынсен ачисем валли 2 пин таран путевка уйăрма планланă. Паллах, хăрушсăрлăх тĕлĕшпе анлă ĕçсем пурнăçланĕç. Антитеррор йĕркисене пăхăнса халăх йышлă пулакан вырăнсенче видеокамерăсем вырнаçтарассипе, асăрхаттару системине ĕçе кĕртессипе тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Çавăн пекех пропуск режимне уяссине, ачасене эвакуацилес енĕпе тренировкăсем йĕркелессине ĕçе кĕртĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code